Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсӗн положенийӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен инҫет конкурсне ачасемпе ҫамрӑксене тата аслӑ ӑрури ҫынсене чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чӑваш чӗлхипе тата литературипе кӑсӑклантарас, вӗсен вулав пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурсне йӗркелекенсем

А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» (http://chuvash.org)

Ӑ). Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ (http://suvargazeta.ru)

Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ (http://inset.chv.su)

Б). «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал (http://www.youtube.com/user/suvartv)

В) «Шкул ТВ» тетелти телеканал (http://www.youtube.com/user/civmih2)

3§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурс материалӗсен тытӑмӗ

А. Жанр: сӑвӑ.

Ӑ. Тема: Петӗр Хусанкай ҫырнӑ хайлавсем.

Б. Тӗс: видео.

В. Чӗлхе: чӑвашла.

Г. Ӑшлӑхӗ: видеокамера умӗнче вулаканӑн сӑвӑ ятне тата хӑйӗн ҫинчен каласа памалла (хӑш республика е облаҫран, районпа ял ятне, ӑҫта вӗреннипе е ӗҫленине, видео ӳкерекенӗн ятне, ачасен тата - воспитатель е вӗрентекен ятне). Ҫакна е сасӑпа пӗлтермелле, е видеора чӑвашла титрсемпе ҫырса памалла.

Д. Программӑсем тата хатӗрсем: видеона профессилле шайра илемлетме юрать. Ку ӗҫе хуть те мӗнле программӑпа та йӗркелеме тата кирек мӗнле кодировкӑра та тӑратма юрать. Видеона кирек мӗнле хатӗрпе те усӑ курса ӳкерме ирӗк пур — хуть карас телефонӗпе, хуть профессиллӗ аппаратурӑпа.

Е. Хушма ирӗксемпе чарусем: сӑвва пӑхмасӑр вӗренсе калани пӗлтерӗшлӗ мар, кӗнеке тӑрӑх та каласа-вуласа пама юрать. Вулаканӑн сӑвва туллин каласа-вуласа памалла. Поэма пулсан шухӑш тӗлӗшӗнчен тулли пӗр-пӗр сыпӑка хатӗрлемелле.

4§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурсне хутшӑнакансем

Конкурса ачасем те, ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Хаклама пайланӑ ушкӑнсем:

А. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем;

Ӑ. Кӗҫӗн (1-4) классенче вӗренекен ачасем;

Б. Вӑтам (5-9) классенче пӗлӳ пухакансем;

В. Ҫамрӑксем (аслӑ классенче вӗренекенсем студентсем тата 30 ҫитмен ҫамрӑксем);

Г. Аслисем (30 ҫултан аслӑраххисем).

Ҫавӑн пекех уйрӑм номинацире куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫе палӑртатпӑр.

5§. Видеосӑвӑсен инҫет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Видеосӑвӑсен инҫет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: вулав ӑсталӑхӗ (интонаципе вулав хӑвӑртлӑхӗ, сасӑ тӑхтавӗпе логика пусӑмӗ, туйӑмсен вӑйӗпе чӑнлӑхӗ), видео пахалӑхӗ, фон пахалӑхӗ. Хакланӑ чухне комисси членӗсем баллсене 1-рен пуҫласа 10 таран лартаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене комиссин членӗсем панӑ баллсен вӑтам виҫи тӑрӑх палӑртаҫҫӗ. Конкурса хутшӑннисенчен урӑх никам та вуламан сӑвва хатӗрленӗшӗн хутшӑнакана вӑтам виҫе ҫумне 1 балл хушса хаклаҫҫӗ. Енчен те хутшӑнакансем пӗрешкел балл пуҫтарнӑ пулсан туйӑмсен вӑйӗпе чӑнлӑхӗ витӗмлӗрех конкурсанта ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑнаҫҫӗ.

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене 2017 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Малти вырӑна тухнисене хисеп хучӗсемпе тата пӗчӗк парнесемпе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чыслаҫҫӗ. Пур конкурсанта та, ҫавӑн пекех ачасене конкурса хатӗрленӗ педагогсене те, видео ӳкернӗ операторсене те конкурса хутшӑннине ӗнентерекен сертификатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Хӑҫан тата ӑҫта чыслассине чӑваш халӑх сайтӗнче, ШкулТВ, СӑварТВ телеканалсенче уйрӑммӑн пӗлтерӗҫ.

«Куракансем кӑмӑлне кайнӑ ӗҫ» номинацири ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма куракансем Чӑваш халӑх сайтӗнче, ШкулТВ е СӑварТВ телеканалсенче сасӑлама пултараҫҫӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Конкурса хутшӑнмалли йӗркепе условисем:

Конкурса хутшӑнма ҫак япаласем кирлӗ:

А). Конкурса тӑратакан видео (е видео ӑҫта вырнаҫине кӑтартакан каҫӑ);

Ӑ). Хутшӑнакан карточки (1-мӗш хушӑм);

Б). Конкурса хутшӑнаканӑн тата операторӑн заявленийӗсем, (ача хутшӑнать пулсан - ашшӗ-амӑшӗн, операторӑн тата педагогӑн заявленийӗсем) ( 2-мӗш хушӑм).

Асӑннисенчен пӗри те пулин пулмасан е заявленисене тӗрӗс мар хатӗрлӗ пулсан ярса панӑ информацие йышӑнмаҫҫӗ тата пӑхса тухмаҫҫӗ.

Видеоматериалсене конкурса ҫак майсемпе ҫитерме пулать:

А). Хӑвӑрӑн видеоматериала http://www.youtube.com видеохостингра вырнаҫтарса видео каҫҫине «Шкул ТВ» редакцине (civhim2@narod.ru) е Чӑваш халӑх сайтне (videosava@chuvash.org) ярса памалла.

Ӑ). Енчен те ку ӗҫ сирӗншӗн кӑткӑс пулсан видеона «Шкул ТВ» редакцин е Чӑваш халӑх сайтнчӗн элетрон почтисем ӑсатма пултаратӑр.

Б). Видеоматериала, электрон почтӑпа ярса пама май килмесен, Яндекс.Диск е Майл.Облоко сервиссенче вырнаҫтарма сӗнетпӗр, каҫӑна civhim2@narod.ru е videosava@chuvash.org адреспа ямалла.

Хутшӑнакан карточкине тата заявленисене видеопа е видео каҫҫипе пӗрле ярса памалла.

Асӑрхаттарни: енчен те пӗр хутшӑнаканах темиҫе сӑвӑ вулать пулсан, хутшӑнакан карточкине кашни сӑвӑ валли уйрӑммӑн хатӗрлемелле (таблицӑри текста ҫӗнӗ йӗркене ятарлӑн куҫмасӑр — Enter клавиша ҫине пусмасӑр — тултармалла).

Хутшӑнмалли ирӗксемпе чарусем:

Инҫет конкурса 2017 ҫулта ӳкернӗ ӗҫсем кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Килӗшӳсӗр, кӑмӑл-сипете тивӗҫтермен видеоматериала конкурса йышӑнмаҫҫӗ.

Ӑмӑрту тапхӑрӗ:

Конкурс 2017 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пырать (ӗҫсене йышӑнассине нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, вырсарникун, 23 сехетре вӗҫлетпӗр).

7§. Конкурс вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ӗҫсемпе усӑ курасси.

Конкурс ирттерекенсем ярса панӑ видеосемпе ирӗклӗнех усӑ курма пултараҫҫӗ.

Хушӑмсем



 
Категорисем: Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-01-11 15:02:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3602 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем